АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хастаррисем пуçтарăнчĕç

21 сентября 2018 г.

Чи хастаррисем пуçтарăнчĕç

Кирек хăçан та пĕлÿлĕхпе ăсталăх пĕрлĕхĕ пысăк пуянлăх вырăнĕнче. Мĕншĕн тесен хăв мĕн пĕлнине ыттисемпе пайлани яланах пĕлтерĕшлĕ. Шăп та шай çакăн пек тĕллевпе йĕркелеççĕ те çамрăксен тĕрлĕ форумне. Кунта ĕнтĕ ĕçри ÿсĕм «вăрттăнлăхне» пĕлме пулать, хăвăн шухăш-тĕллевпе паллаштарма, вĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан çĕнĕ çынсемпе паллашма та май пур.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче районти чи хастар çамрăксен форумĕ иртрĕ. Унта вĕренÿ учрежденийĕсенчи ачасен пĕрлĕхĕн хастарĕсем, районта ĕçлекен çамрăксем пурĕ 100 çын хутшăнчĕç.

Форума савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Владислав Волков уçрĕ.

- Асăннă мероприятие çамрăксен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртес, районта вĕсен пĕрлĕхĕсен ĕçне вăйлатас, яшсемпе хĕрсене тăван кĕтесĕн экономикăпа социаллă аталанăвне, обществăлла пурнăçне явăçтарас тĕлĕшпе йĕркелетпĕр. Элĕк районĕнчи çамрăксен йышĕнче вăл е ку тытăмра лидер пулма пултараканнисем сахал мар, - палăртрĕ Владислав Константинович.

Кунта килнисене Чăваш Республикин çамрăксен политикин управленийĕн консультанчĕ Вероника Федорова, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов саламларĕç. Форум интереслĕ те усăллă иртессе, кунта пухнă ăс-хакăлпа малашлăхра усă курасса шаннине палăртрĕç.

Форумра 4 тематика лапамĕ ĕçлерĕ. «Волонтерсен», «Раççейри çамрăксен Союзĕ», «Çамрăксен предпринимательлĕх ĕçĕ» тата «Элĕк районĕнче Шкул ачисен Раççейри юхăмĕн малашлăхри аталанăвĕ» лапамсенче чылай çĕннине пĕлчĕç тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăксем.

Çакăнтах ĕнтĕ «Çамрăксен гвардийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Елена Белкова асăннă организацин Элĕк районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Лилия Никифоровнăна «Пурăнатăп, юрататăп, мăнаçланатăп» Пĕтĕм Раççейри пултарулăх проекчĕсен конкурсне хутшăннăшăн хаклă парнепе чысларĕ.

Çак форум мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пĕрлехи тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме пултарнине çирĕплетрĕ, яшсемпе хĕрсенче кирек епле патшалăхăн та малашлăхĕ пулнине палăртрĕ.

Татьяна ГОРДЕЕВА,

район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист-эксперт.  

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика