АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультура сывлăха çирĕплетет

21 сентября 2018 г.

Физкультура сывлăха çирĕплетет

Физкультурăна юратни, унăн тĕрлĕ енĕсене чунпа, кăмăлпа суйлани çирĕп тата чăтăмлă пулма вĕрентет. Çавăн пекех ÿпке калăпăшне пысăклатать, чĕре мышцисене çирĕплетет тата липопротеина хăпартать. Физкультурăна пула холестерин та самаях чакать, çакă атероскелероз чирĕпе чирлесрен хăтарать. Занятисене час-часах çÿренипе çыннăн шăмă тытăмĕ те аталанса çирĕпленет.

Кашни кун уçă сывлăшра утса çÿрени çынна çирĕп сывлăх кÿрет. Чупу стресс вăхăтĕнче çыннăн шалти кăмăл-туйăмне ылмаштарать. Кунта çакна та шута илмелле. Чупнă е хăвăрт утнă чухне куç вăйĕ те, итлев органĕ те çивĕчленет. Физкультура занятийĕсене куллен çÿрекенсем пуç ыратни хăвăрт иртнине тата ыйхă лăпкă та канлĕ пулнине палăртаççĕ. Велосипедпа ярăнни вара алă-ура мышцисем çине пысăк витĕм кÿрет: вăй пухăнать, тÿсĕмлĕхпе çивĕчлĕх аталанать.

Шывра ишни сывлăхшăн уйрăмах усăллă. Ăна кăмăллакансем чĕрепе те сахал аптăраççĕ. Шывра ишекенсен организмĕнче газсен ылмашăнăвĕ, юн пусăмĕ лайăхланать. Унсăр пуçне вируслă тата сывлăш урлă ерекен чирсенчен лайăх профилактика мелĕ пулать. Шывпа туслашни тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшнипе пĕрлех ĕçлес кăмăла вăйлатать, çыннăн организмне çамрăклатать, çан-çурăма илемлетет.

Физкультурăн уссине тренировкăсене тата занятисене куллен çÿресен çеç курма тата пĕлме пулать. Çулталăка яхăн физкультурăпа туслă пулсан организм еплерех лайăх еннелле улшăнни сисĕнет. Врачсен шухăшĕпе физкультура занятийĕсене çÿрекенсен юн çывăрни пĕчĕкленет. Çакă миокард инфарктĕнчен тата инсультран хăтарать. Çавна тĕпе хураççĕ пирĕн тăрăхри яшсемпе хĕрсем. Вĕсем физкультура урокĕсене хаваспах çÿренине асăрхатăп. Тăван Мăн Вылă шкулĕ мухтавлă ентешĕмĕрсем - пĕртăван Семеновсем ячĕпе хисепленет-çке. Ку вара пирĕншĕн кашниншĕнех - вĕрентекенсемшĕн, ачасемшĕн те пысăк чыс. Хам та вăтăр çула яхăн физкультурăна вĕрентнĕ май хавхаланса ĕçлетĕп. Паянхи шкул ачисем кашниех çирĕп вăй-халлă, сывлăхлă, Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулччăр тесе тăрăшатăп. Ăнăçлăхĕ вара физкультурăна юратнинчен те нумай килет-çке. Ахальтен мар кашни урок тивĕçлĕ шайра ирттĕр, ачасене савăнăç кÿтĕр тетĕп. Кулленех, сăмахран, тĕрлĕрен хусканусем тăвасси, утасси, чупасси, тĕрлĕ вăйăсем вылясси йăлана кĕнĕ. Кашни яшпа хĕр ГТО нормисене пама пултарччăр тетĕп. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе куллен çыхăнса ĕçлени те малаллах кайма хистет.

Хам вĕрентнĕ ачасем тăван шкулпа туслă çыхăнура пулни савăнтарать. Çу кунĕсенче футбол лапамĕнче çамрăксен шавĕ тăчĕ. Яшсем кăнтăрлахи вăхăтра ĕçре пулчĕç пулсан, каçалапа вăйăра киленчĕç. Максим Козлов, Леонид Никифоров ку енĕпе уйрăмах пуçарулăх кăтартрĕç. Футболла вылянă çĕрте Çирĕккасси, Ураскилт çамрăкĕсем те пулчĕç. Хастар йыш Тавăт ярмăрккинчи спорт мероприятийĕсене хутшăнчĕ. Ураскилтсемпе Мăнвылăсем пĕр-пĕрин хушшинче те тупăшрĕç. Ăмăртура икĕ команди те пултаруллă пулни курăнчĕ.

Мăн Вылă шкул директорĕ Николай Иванов та вырăнти спорта аталантарассишĕн тăрăшать. Вăл çамрăксене мечĕк парса хавхалантарчĕ. Хăй те спорт пурнăçне кăмăлпах хутшăнать.

Юлашки вăхăтра Çирĕккасси çамрăкĕсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем ятарласа лапам йĕркелерĕç, футболла выляççĕ.

Аслă çулхисем те çамрăксенчен юласшăн мар тейĕн. Вĕсем Скандинави меслечĕпе утма кăмăллаççĕ.

Алексей ШАШКИН,

Мăн Вылă шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика