АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Анне юнашар чух эпир телейлĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Раççейре Анне кунне паллă тăватпăр. Ăна халалласа «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн редакцийĕнче «Анне юнашар чух эпир телейлĕ» сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттертĕмĕр. Пĕтĕмпе 34 çын хутшăнчĕ.

Конкурса интереслĕ сăн ÿкерчĕк чылай килчĕ. Амăшĕ пĕчĕк ачипе çеç мар, ÿссе çитĕннĕ ывăл-хĕрĕпе те сăн ÿкерĕннĕ. Кашниех хăйĕн амăшне чунтан юратнине, ăна хисеплесе хакланине, çывăх çынни мĕнпе кăсăкланнине çырса кăтартнă. Конкурса тăратнă сăн ÿкерчĕксем район хаçачĕн страницисенче кун çути курчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: чи малтанах сăн ÿкерчĕк темăпа килĕшсе тăнине тĕпе хутăмăр, амăшĕ çинчен калакан ăшă сăмахсене тата саламсене еплерех çырнине шута илсе пĕтĕмлетÿсем турăмăр. Шел, хăш-пĕр сăн ÿкерчĕксене пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерменрен хаçатра пичетлеме пултараймарăмăр. Текстсăр килнĕ сăн ÿкер- чĕксем те пулчĕç. Çавăнпа та малашне вулакансене тимлĕрех пулма ыйтасшăн.

Çĕнтерÿçĕсем паллă. Аслисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Августина Семенова (Куракăш ялĕ) йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăна - Ираида Матьянова (Эренар ялĕ), виççĕмĕшĕнче - Ольга Андреева (Элĕк сали).

Ача садне çÿрекенсем тата шкул ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăнта Виктория Ильдер (Мăн Ямаш) шкулĕ, иккĕмĕш вырăнта - Анастасия Архипова (Элĕк сали), виççĕмĕш вырăнта - Анастасия Соколова (Элĕк сали).

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕ тата пĕр хутчен усă курмалăх салам сертификачĕ парса чыслатпăр. Конкурса хутшăннă кашни авторах Тав хучĕпе хавхалантаратпăр. Малашне те пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр.

(Хисеп тата Тав хучĕсене редакцие килсе илмелле).                                                                            РЕДАКЦИ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика