АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сыснасен йышĕ хушăнсах пырать

00:00 29 января 2011 г.

Юлашки тапхăрта килти хушма хуçалăхсем аталанса, вăй илсех пыни палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ сыснасен йышĕ те чылай хушăннă. Пĕлтĕр çак вăхăтра районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 2276 пуç шутланнă пулсан, кăçал – 2497 пуç (109,7 процент).

Пĕр вăхăт килти хуçалăхсенче хăшĕ-пĕрисем сыснасене вуçех те усрама пăрахнăччĕ. Ку енĕпе юлашки вăхăтра лару-тăру улшăнчĕ. «Сыснасене килте тытмаллах, вĕсен ашĕ те çемçе», – тенине илтме тÿр килет ял çыннисенчен. Тен, çавна тĕпе хурса-тăр сыснасен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 117 пуç таранах хушăннă.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те сыснасене хаклама пуçлани паллă. Вĕсенче иртнĕ çулхинчен сыснасем 79 пуç ытларах пулни курăнчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче те выльăхсен йышĕ чакман, 25 пуç хушăннă.

Н.ИГНАТЬЕВА,

район администрацийĕн ял хуçалăх

пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика