АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хир сыснине персе вĕлернĕ

00:00 16 февраля 2011 г.

Çут çанталăк пуянлăхне упрасси – кашни çынăн тивĕçĕ. Шел пулин те тăван тавралăха сăтăр тăвакансем те пур-ха.

Çак кунсенче, акă, Тури Вылă ялĕ çывăхĕнчи вăрманта браконьерсене тытса чартăмăр. Кусем иккĕн, Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансем, хир сыснин ашне çиесшĕн пулнă-ши; Тискер чĕр чуна тытнă та пусса тирпейленĕ. Какайне вара вăрман хĕррине илсе тухса пытарнă. Ахăртнех ашне каярах илсе кайма шут тытнă сăтăрçăсем.

Браконьерсен çулне пÿлме районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Сунар тапхăрне, унăн йăли-йĕркине пăхăнманскерсен халĕ саккун умĕнче явап тытма тивет.

Ю.МИХАЙЛОВ,

Чăваш Енри «Госохотрыбслужбăн»

Элĕк районĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика