АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пулăшу пама пăхнă

00:00 16 февраля 2011 г.

Ĕç рынокĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртме кăçалхи çул 238 миллион тенкĕ уйăрнă. Производствăна реструктуризаци тăвакан предприятисене пысăк пулăшу пама пăхнă. Кунашкал предприятисенче ĕçлекенсем бюджет укçа-тенкипе хăйсен квалификацине ÿстерме е вĕренме пултараççĕ.

Ачапа ларакан амăшĕсен те тÿлевсĕр вĕренме ирĕк пур. Стипенди те параççĕ. Анчах та вĕренÿ хыççăн ĕçе тухмалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансем республикăри организацисенче опыт пухас тĕллевпе стажировкăра пулма май пур. Ĕçе юлма та пултараççĕ. Стажерсене пĕр уйăх ĕçленĕшĕн бюджет шутĕнчен тÿлеççĕ.

Инвалидсемпе йывăр условисенче ĕçлекен хĕрарăмсене те вĕренÿре пулăшу пулĕ.

Р.ЛЕПИЛКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика