00:00 16 февраля 2011 г.
50 çул каялла, 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Элĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Хирлеппуç ялĕнчи Зиновий Захаровичпа Нина Григорьевна пĕр çемьене тĕвĕленнĕ. Нина Григорьевнăн мăшăрĕ малтан тăван колхозра кладовщикра, кайран 17 çул Элĕкри улма-çырла комбинатĕнче хуралçăра ĕçленĕ. Хăй вара «Аликовский» совхозра поварта вăй хунă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта Хирлеппуçĕнче ачаранах пĕрле ÿснĕ. Пĕрне-пĕри лайăх пĕлнĕрен хăйсене валли мăшăр шыраса ют яла каймаççĕ, çакăнтах иккĕшĕ пĕр çемьене чăмăртанаççĕ.
Вĕсен пурнăçĕ çăмăл пулман. Çапах та тертлĕ кун-çула хăнăхса, пур йывăрлăха çĕнтерсе пынă.
Нина Григорьевнăпа Зиновий Захарович – çĕр çинчи чи хитре туйăмăн – юратун паттăрĕсем. Юрату туйăмĕ мăшăрсене 50 çул ĕнтĕ пĕрлештерсе тăрать. Çак çÿкленÿллĕ туйăмпа вĕсем пĕтĕм хуйхă-суйхăна, савăнăçа пĕрле тÿссе ирттернĕ.
Чи пысăк савăнăç, телей вĕсемшĕн – чун юратнă ачисем çурални. Ултă ачана кун çути парнелеççĕ Захаровсем, виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр.
Çулсем хăвăрт шунă, анчах та ашшĕ-амăшĕ ачисене – Владислава, Сергея, Валентина, Альбинăна, Земфирăна тата Зойăна – кашнинех юрату, ачашлăх панă, тимлĕх уйăрнă. Халĕ Нина Григорьевнăпа Зиновий Захаровича хăйсен пурнăçĕнче пĕрре те канман пекех туйăнать теççĕ. Ăçтан тата мĕнле вăхăт тупма пултарнă-ши кашни ачине валли; Апатне вăхăтра пĕçерсе çитермелле, кĕпе-йĕмне çуса тасатмалла, чирленĕ вăхăтра пулăшу памалла, лăплантармалла, килти ĕçĕсене тĕрĕслемелле, кашни ачине пĕтĕм чуна парса пăхмалла. Ачисем халĕ пурте ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Юратнă ашшĕ-амăшне мăнуксем парнеленĕ.
Çемье телейĕ мĕнре-ши; «Пĕр-пĕрин патне чăтăмлă пулнинче, пĕр-пĕрне каçарнинче тата пулăшнинче, кирлĕ чухне шеллеме тата ăнланма пĕлнинче,» – тет Нина Григорьевна. Çапла вара Захаровсем çакна тĕпе хурса пурăннă та ĕнтĕ. Çавăнпа та телейлĕ.
Тĕрĕссипе каласан, халь вĕсен çÿçĕсем кăвакарнă, анчах та хĕвел пайăркисем çÿçĕсене таса ылтăн пекех кăтартаççĕ. Мăшăрсем вара хăйсене çамрăк пекех туяççĕ. Мĕншĕн тесен юратăвĕ таса та çутă.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.