00:00 24 августа 2011 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем сарăлнă. Тырпул пухса кĕртнĕ çĕрте комбайнерсем ăмăртса ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – тĕш тырăсене вăхăтра та пахалăхлă пуçтарса кĕртесси.
Комбайнерсен ăмăртăвĕнче «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Владимир Павлов малта пырать. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вăл КЗС – 1218 «Полесье» комбайнпа 607 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.
Иккĕмĕш вырăнта – Ульянов ячĕллĕ хуçалăх комбайнерĕ Владислав Яковлев. Вăл СК-5 «Нива» комбайнпа 250 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.
«Дон» комбайнпа 368 тонна тырă вырса илсе «Правда» хуçалăх комбайнерĕ Вячеслав Аверкиев виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Мала тухнă комбайнерсене районти Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче чыслаççĕ.