00:00 24 августа 2011 г.
Ефремкасси ялне тикĕс те сарлака асфальтпа утса аннă май çĕнетнĕ çурта асăрхатпăр. Кунта Элĕк райповĕн кафепе пĕрле лавкка вырнаçнă. Унта апат-çимĕçрен пуçласа кĕпе-йĕм, хуçалăх таварĕсене те туянма, кафере вара апатланма пулать. Кунти сутуçă – Светлана Прокопьева. Вăл 2006 çултанпах çак кафере ĕçлет. Алина Аверкиева повар та вăй хурать кунта.
«Ялта кафе пурри лайăх. Тĕрлĕ уявсене паллă тума питĕ меллĕ», – терĕ С.Прокопьева.
А.СТЕПАНОВА.