00:00 29 августа 2011 г.
Тыр-пул пухса кĕртекен комбайнерсен экипажĕсен черетлĕ 10 кунри – çурла уйăхĕнчи 11-20-мĕшĕсенчи ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи малти вырăнта – «Звезда» ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Григорий Семенов. КЗС-852 «Полесье» комбайнпа вăл 623 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.
СК-5 «Нива» комбайнпа 450 тонна тырă вырса, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри Владислав Яковлев иккĕмĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Владимир Павлов. Вăл КЗС-1218 «Полесье» агрегатпа 693 тонна тĕштырă вырса тĕшĕленĕ.
Мала тухнă комбайнерсене парнесем парса чыслĕç.