00:00 31 августа 2011 г.
СССР Писательсен Союзĕн членĕ, Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Максим Ястран пурăннă пулсан 95 çул тултармаллаччĕ. Унăн пурнăçĕ вăрçăра вăхăтсăр татăлнă. Эрне кун поэтăн тăван ялĕнче М.Ястран çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май поэзипе литература сехечĕ иртрĕ.
М.Ястранăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе Татмăшри А.А.Ананьев тĕплĕ паллаштарчĕ, ăна халалласа çырнă сăвва вуласа пачĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Э.Николаев, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов, Вăрманкасри Н.Сергеев ентешĕ пирки ăшă сăмахсем каларĕç, унăн çутă сăнарĕ мĕн ĕмĕрех упранассине палăртрĕç.
Элĕкри «Валинке» фольклор ушкăнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Вутлан шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ поэтăн сăввисене вуларĕ. М.Ястран палăкĕ умне чечексен кăшăлне хучĕç.
Л.ПЕРОВ.