00:00 05 сентября 2011 г.
«Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проекчĕ çамрăк специалистсене ĕçлеме те, пурăнма та лайăх майсем уçса парать. Федерацин çак ыйтупа йышăннă 2013 çулчченхи программине пурнăçласа, пирĕн района çурт-йĕр тума тата строительство материалĕсем туянма 2263,6 пин тенкĕ уйăрса параççĕ. Çамрăк специалистсем тата тин мăшăрланнисем валли – 2480 пин тенкĕ.
Ялта ĕçлесе пурăнма кăмăл тунă 9 çынна тивĕçлĕ укçана илмелли хутсене (свидетельствăсене) хатĕрлесе панă та ĕнтĕ: ку шутран 7-шĕ – пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн (2263,6 пин тенкĕ, çамрăк специалистсемпе анчахрах мăшăрланнă çемьесем валли – 1002,32 пин тенкĕ).