АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăрăшса ĕçлесен ăнăçу пулать

00:00 08 сентября 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕнче пулчĕ. Малтанах «Новый путь» хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, Юлăш фермине çитсе курчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев Йăлкăш шкулне куçрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Унтан Михаил Игнатьев, районăн тĕп больницинче пулнă май, медицина ĕçченĕсен ĕçĕпе паллашма кăмăл турĕ. Больницăра чир-чĕртен сипленмелли тата сыхланмалли майсем çителĕклĕ. Элĕкри пахча-çимĕç комбинатне те çитрĕ, кунта туса кăларакан продукципе интересленчĕ. Продукци Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче саланать. Ăна хапăл тусах йышăнаççĕ. Комбинатра производствăна çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Цехсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Район администрацийĕнче иртнĕ канашлура Элĕк районĕн 7 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, 2020 çулчченхи стратегире мĕн палăртни еплерех пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Леонид Читнаев хăйĕн докладĕнче ял хуçалăх продукцийĕн, производствăн, тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ ÿсни, шалу виçи пысăкланни çинче чарăнса тăчĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ те пĕлтĕрхинчен чакнă. ЧР экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, Элĕкри темиçе суту-илÿ лавккинче чăх ашĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен хаклăраххине палăртнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков, Г.Исаев фермер, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Ванеркин тата ыттисем сăмах каларĕç.

Республика ертÿçи палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен хастартарах ĕçлемеллине палăртрĕ. Вăл бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен ĕç укçи çывăх вăхăтрах ÿсессине пĕлтерчĕ. Районти ача сачĕсен черечĕн ыйтăвне ик-виç çултанах татса пама май пуррине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармаллине каларĕ. Элĕксене малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика