00:00 14 сентября 2011 г.
Спорт ăмăртăвĕсем нимĕнле çанталăкра та – сивĕ е шăрăх, çил-тăман вĕçтерет е тата шалкăм çумăр шарлаттарса çăвать, спортсменсем пурпĕрех старта тухаççĕ. Çакна районта А.Николаев космонавта халаласа тата «Пурнăç çулĕпе» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа çулсерен ирттерекен эстафети те лайăх кăтартса пачĕ.
Çумăр çунине пăхмасăрах авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне халăх килсех тăчĕ: эстафетăра мала тухассишĕн ăнтăлаканнисем те, вĕсене хавхалантаракансемпе спорт ăмăртăвĕсене кăмăллакансем те.
Акă стадион лапамĕнче командăсем пĕрин хыççăн тепри йĕркеленсе тăраççĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаевпа райхçатăн тĕп редакторĕ Юрий Корнилов спорт уявĕ ячĕпе саламласа эстафетăра лайăх кăтартусем тума ăнăçу сунчĕç.
Старта чи малтан тĕп шкулсемпе вăтам шкулсенчи 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç, вĕсем хыççăн – аслă ушкăнрисем (10-11-мĕш классенчисем). Вĕренекенсемпе танах вĕсене вĕрентекенсем те вăй виçрĕç.
Ял тăрăхĕсен тупăшăвĕ те çивĕч иртрĕ. Вĕсенчен предприятисемпе организацисенчен тата учрежденисенчен килнĕ чупуçăсем те юласшăн пулмарĕç.
Ушкăнсем тăрăх çак командăсем чи малтисем пулчĕç: шкулсем хушшинче (аслă ушкăнрисем) Тавăт команди пĕрремĕш, Элĕксемпе Питĕшкасси шкулĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Вăтам ушкăнрисем хушшинче Элĕк шкулĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Тавăт шкулĕн команди иккĕмĕш, Питĕшкасси шкулĕн команди виççĕмĕш пулчĕ. Предприятисемпе организацисенчен – Элĕк райповĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Федералсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Элĕк район администрацийĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ял тăрăхĕсенчен Ураскилтсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Ехремкасси ял тăрăхĕн команди.
«Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Корнилов ăмăрту çĕнтерÿçисене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ.