АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тимлĕхсĕр юлмаççĕ

00:00 05 октября 2011 г.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ. Çак кун вăл – ветерансене хăйсем утса тухнă çула аса илтерни мар, ватăсене тимлĕх уйăрни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисем умĕнче пуç тайни, хастар ĕçшĕн тав туни.

Элĕк районĕнче паянхи кун 5889 пенсионер пурăнать, вĕсенчен ватлăхпа пенси илекенсем – 5390 çын. Районта регионсен çăмăллатнă пенсине 2437 çын илсе тăраççĕ. Кусем вĕсем – ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, политика репрессине лекнисем. Ялта ĕçленĕ 659 специалист ку отрасльти çăмăллатнă пенсие илеççĕ, 1500 çын федераци çăмăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ.

Савăнăçлă тĕл пулусене культура ĕçченĕсемпе шкул ачисен хаваслă концерчĕсем илем кÿнĕ. Ветерансем çамрăк артистсен номерĕсене хавасланса пăхса ларнă. Ватăсем уяв сĕтелĕ хушшинче хăйсен пурнăçне аса илнĕ.

Г.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика