00:00 05 октября 2011 г.
Акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул тÿпене çĕкленчĕç авăн уйăхĕн вĕçĕнче Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче «тĕлĕнтермĕш çĕленсем». Шăпах çак стадиона пухăнаççĕ те район ачисем, темĕн тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ «çĕленсене» вĕçтерсе хăпартаççĕ. Фестиваль девизĕ: «Ырă туйăм, лайăх кăмăл». Ăмăртура Элĕк, Юнтапа, Питĕшкасси шкулĕсенче вĕренекенсем тĕрлĕрен майпа ăсталанă 13 вĕçев аппарачĕ вĕçтерсе кăтартрĕç.
Камсем çĕнтернĕ-ха çак хаваслă тупăшура; Пурте – нихăшĕ те аякра юлман! Кашниех савăннă, кăмăл-туйăм çĕкленнĕ.
Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче вара Çĕнĕ Шупашкарти ипподромра «вĕçевçĕсен» фестивалĕ иртнĕ. Унта район шайĕнче çĕнтернĕ Элĕк шкулĕнчи Максим Николаев, Сергей Степанов, Никита Никитин тата Юнтапа шкулĕнче вĕренекен Рома Павловпа Артемий Александров хутшăннă.