00:00 09 ноября 2011 г.
Нумаях пулмасть Шĕмшеш шкулĕ умĕнче ача-пăча лапамĕ вырнаçтарса пĕтернĕ. Кунта тĕрлĕ чуччусем, кăмпа, икĕ хутлă теремок ăсталанă. Ачасене валли ятарлă хăйăр купи те пур. Йĕри-тавра картасене те эрешлесе касса тытса тухнă. Çак пархатарлă ĕçе тума укçа-тенкĕ енчен Улăх-Шĕмшеш ялĕнчи Николаевсем, В.Маслов тата С.Волков фермер пулăшнă. Халĕ ачасене вăхăта усăллă та хаваслă ирттерме лапам та пур.
Мĕнех калăн, пĕчĕккисемшĕн тăрăшни чăннипех те пархатарлă ĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.