00:00 14 ноября 2011 г.
Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче тата тепĕр канаш хушăннă: кунта ялти хĕрарăмсен канашĕ ĕçлеме тытăннă.
Пĕрле пухăннă та таврари хĕрарăмсем, кулленхи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă, тĕрĕ тĕрленĕ, эрешсем çыхнă, чĕнтĕр чĕнтĕрленĕ. Культурăпа кану центрĕн директорĕ Альбина Ильина ертсе пынипе пурте çĕнĕ юрăсем юрланă, кĕвĕсем хайланă.
Хĕрсемпе каччăсем те вăхăта ахаль çухатмаççĕ. Ара, районта çамрăксен чи лайăх канашне тата унăн ертÿçине палăртассипе конкурс йĕркеленине пĕлеççĕ вĕт-ха. Çавăнпа Сурăм тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем халĕ тимлесе презентаци хатĕрлеççĕ, хăйсен обществăлла пурнăçĕнче активлăхпа палăрнине ыттисене туллин кăтартса парасшăн.
Çаплах ĕнтĕ, пурте пĕрле чух вăхăт иртни те сисĕнмест.