АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿçĕсем паллă

00:00 30 января 2012 г.

Çутă конкурсĕ – çутă енĕпе йĕркелени кăна мар, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл интересĕ те. Ку вара пире хитрелĕх парнелет. Çĕнĕ çул умĕн ял тăрăхĕсене, организацисене, предприятисене, учрежденисене, пурăнмалли çуртсене çутă енĕпе йĕркелессипе «Çĕнĕ çул çути» конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ итогсене пĕтĕмлетнĕ май, кăтартусем паллă та ĕнтĕ. «Чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацире Элĕк ял тăрăхĕ, «Чи лайăх культура учрежденийĕ» номинацире – Элĕкри культурăпа кану центрĕ, «Чи лайăх организаци (предприяти, учреждени)» номинацире – Элĕкри райпо, «Чи лайăх уйрăм çурт» номинацире – Александровсен çемйи (Элĕк ял тăрăхĕ), «Чи лайăх лапам» номинацире – Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапам, «Чи лайăх Çĕнĕ çул елки» номинацире Николай Валерьевич Сергеев мала тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн Хисеп дипломĕсемпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика