00:00 04 февраля 2012 г.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 7030 тенкĕпе танлашнă. Шалу, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 113, 7 процент ÿснĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара ку кăтарту татах та пысăкрах.
Сăмахран, «Новый путь» хуçалăхра ĕçлекенсем кашни уйăхра 7820 тенкĕ илеççĕ, «Алмаз» обществăра – 7131 тенкĕ. Шел пулин те, «Витязь» обществăра шалу – чи пĕчĕкки. Кунта уйăхри ĕç укçи 3806 тенкĕпе танлашать.
Вăтам списокри рабочисен шучĕ пурĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче – 351 çын. Вĕсенчен 55,2 проценчĕ (194 çын) – «Новый путь» хуçалăхра ĕçлекенсем.
А.ПЕТРОВА