АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пушарта ача пурнăçĕ татăлнă

00:00 06 февраля 2012 г.

Çĕнĕ çула кĕнĕренпе пĕр уйăх çеç иртрĕ темелле. Апла пулин те район территорийĕнче «хĕрлĕ автан» пилĕк хутчен алхасма ĕлкĕрчĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта пушар вуçех те пулман. Кăрлач уйăхĕнче кăна Элĕк районĕнче икĕ мунча çунса кĕлленчĕ.

Кăрлачăн юлашки кунĕнче Тури Юлăшри Павловсен килĕнче тухнă вут-çулăмра пурăнмалли пÿрт сиенленнĕ. Чи пăшăрхантараканни – пушарта 4 çулхи ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни. Инкек мĕнле пулса тухнине следстви комитечĕ тĕрĕслесе палăртрĕ. Асăннă кунах Ураскилт салинчи лавккара та «хĕрлĕ автан» хуçаланнă. Пушарсем Ехремкасси, Элĕк, Ураскилт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пулнă.

А.КАЛИТОВ,

районти пушар хуралĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика