00:00 06 февраля 2012 г.
Мăн Ямашри Геннадий Савельев – район хаçачĕн штатра тăман активлă корреспонденчĕ. Ачаранах вăл юрра-кĕвве юратса ÿснĕ. Çамрăк чух алăран хут купăса вĕçертмен, вăйăри хĕрсемпе каччăсене чуна çĕклекен юрăсем юрласа тата кĕвĕсем каласа савăнтарнă. Çав вăхăтрах райхаçат валли статья – информаци хатĕрленĕ. Вăтăр çулалла çывхарса пынă чух сăвăсем çырма пуçланă. Г.Савельев район хаçачĕпе чылай çул çыхăну тытать. Тĕпчев ĕçĕсем тăрăх тăватă кĕнеке – справочник кăларнă. 2010 çулта вара «Юрлатăп юрату çинчен» ятпа сăвăсен пуххине кун çути кăтартрĕ.
Пичет ĕçĕпе тата тăван тавралăх историне тĕпчес енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Культура министерстви Мăн Ямашра пурăнакан Геннадий Александрович Савельев журналист-писателе Хисеп грамотипе чысланă.
Утмăл урлă каçнă пулин те çырас хастарлăхĕ пысăк унăн.