00:00 22 февраля 2012 г.
Çак кунсенче Тури тата Пĕчĕк Карачура, Ассакасси ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулу иртрĕ.
Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов суйлавпа çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Э.Николаев хальхи Правительство пуçлăхĕ çĕр-шыв экономикине малалла аталантарса пыма, халăхăн пурнăç шайне çÿлерех çĕклессипе çитĕлĕклĕ ĕçсем тума пултарнине палăртрĕ. А.Корнилов механизатор хуçалăхра йывăрлăхсем пуррине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Прохоров ĕçри пултарулăхпа хастарлăха аталантарса пымалла терĕ.
Районти халăх фрончĕн штабĕн членĕ А.Тимофеев тăнăç пурнăçа малалла ăнăçлă тытса пыма Путинăн пысăк опыт пуррине пĕлтерчĕ.