АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ

00:00 22 февраля 2012 г.

Ларма-тăма пĕлмен, пĕтĕм ыйтăва хăвăрт татса пама тăрăшакан, çамрăк сăн-питпе çуталакан çак хастар маттура районта пĕлмен çын сахал пулĕ. Кам тетĕр-и ăна; Ку вăл – Янкурас ялĕнчи Геннадий Николаевич Николаев. Хастар арçын хальхи вăхăтра чи яваплă тытăмра – граждансен хăрушсăрлăхне хÿтĕлессипе тата чрезвычайлă лару-тăрăва пÿлессипе ĕçлет.

Çамрăк сăн-питлĕ терĕмĕр те, кĕçех, нарăсăн 26-мĕшĕнче, ултă теçетке урлă каçать иккен Геннадий Николаевич.

– Тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшрăм, яланах халăхпа пĕрле пултăм, – тет сăпайлăн юбиляр.

Чылай çул районти потребительсен обществинче тимленĕ вăл: суту-илÿ пайĕн заведующийĕ пулнă, райпо председателĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн Геннадий Николаевича Элĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма шаннă.

В.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика