АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çемçе теттесем ăсталать

00:00 18 апреля 2012 г.

Темĕн тĕрлĕ илемлĕ япаласем хатĕрлеççĕ районти алĕç ăстисем. Акă Атмалкасси ялĕнчи Любовь Алексеева татăксемпе синтепонран илĕртÿллĕ çемçе теттесем ăсталать. Интернетпа çавăн пек тĕлĕнтермĕш япаласене курать те хăй те аппаланса пăхма пикенет. Кĕçех кил-çуртра енот, арăслан, кашкăр, дельфин, кăвакал, упа, ашак тата ытти чĕрчунсем «пурăнма» пуçлаççĕ. Амăшне кура хĕр ачисем – Регинăпа Рената та çавăн пек теттесене ăсталаççĕ. Вĕсен ылтăн аллисем халĕ темĕн те пĕр хатĕрлеççĕ, персонажсен ĕлкисене Интернетра тупаççĕ. Хăйсен аллипе çыхнă çемçе тетте – аслисемшĕн те, ачасемшĕн те лайăх парне, çавăнпах Алексеевсен килĕнче кунашкал теттесем нумаях тытăнса тăмаççĕ. Вĕсене тăванĕсем тата пĕлĕшĕсем патĕнче курма пулать.

– Кун пек япаласем савăнăç кÿреççĕ, алă ĕçĕпе апалансан чунра ырă пулса каять, – тет икĕ хĕр ача амăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика