00:00 21 апреля 2012 г.
Христос чĕрĕлнĕ çутă уяв – Мăнкун пуриншĕн те чăн-чăн савăнăç. Çак аслă уявра кашниех пĕрне-пĕри саламласа ăнăçусем сунать. Çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана каяççĕ, кил хуçисене «Христос чĕрĕлнĕ!», – тесе саламлаççĕ. Акă Кивкас Юнтапара пурăнакансем те халăхăн ырă йăлипе, пĕр килтен тепĕр киле хăнана çÿрерĕç. Аслисемпе пĕрле ачасем те савăнчĕç. Вĕсем маçаксемпе мамаксен, кукаçипе кукамайсен йăли-йĕркисене малалла тăсаççĕ вĕт-ха. Каç енне çамрăксем те, çитĕннисем те сăрт çине пухăнчĕç. Лапталла, хăваламалла тата ытти вăйăсене вылярĕç, юрларĕç те ташларĕç, чуччу ярăнчĕç. Çанталăкĕ те питĕ лайăх пулчĕ. Вăл тин çеç вăранса пурне те «Христос чĕрĕлнĕ!» – тесе каланăн туйăнчĕ.