00:00 25 апреля 2012 г.
Эпĕ кĕçĕн классенчех шкулти вулавăша кĕнеке вулама çÿреттĕм. Вĕсем хушшинче асра юлакан кĕнекесем нумай пулнă.
Анчахрах вара эпĕ хамăн юратнă кĕнекене тĕл пултăм. Унти сăвăсем чуна пырса тиврĕç. «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем» ятлă кĕнекене пирĕн ентешĕмĕр, Ураскилт салинче çуралнă, халĕ Мăн Вылă ялĕнче ĕçлесе пурăнакан Любовь Шашкина-Лĕпĕшпи çырнă. Унăн сăввисем таса çăл-куçри шыв пек шăнкăртатса янăраççĕ, чуна çывăх ÿкерчĕксем кăларса тăратаççĕ. Любовь Лĕпĕшпи хăйĕн пултарулăхĕпе хушма ятне (псевдоним) чăна кăларать. Сăвă йĕркисем çăмăлах янăраççĕ, нумайлăха асра юлаççĕ. Манăн пурне те çак кĕнекене вуласа тухма сĕнес килет.
Е.ФЕДОРОВА, Ураскилт шкулĕ.