00:00 28 апреля 2012 г.
Никита Ларионов тин кăна кун çути курнă «Çыру мехелĕ» кĕнекине Тенири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ытти ĕçченсем, ял тăрăхĕн вулавăшне тăтăш çÿрекенсем пысăк пÿлĕме пухăнса хакларĕç. Кăларăм авторĕ кĕнеке еплерех çуралса калăпланнине каласа кăтартрĕ, хăш-пĕр вырăнсене тĕплĕнрех ăнлантарчĕ. Повеçсемпе паллашнă май пухăннисем ăна пысăк хак пачĕç.
Элĕкри тĕп библиотекăна «ларма хĕрĕсемпе улах каччисем» çирĕме яхăн пухăннă та, кунта Никита Ларионович малтан «Кăмăл пайăркисем», унтан «Çыру мехелĕ» кĕнекисемпе паллаштарчĕ, тĕл-тĕл вырăнсене вула-вула кăтартрĕ.
Н.ТЕНИ.