00:00 16 мая 2012 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Ку çулхи тăватă уйăхра 242 çыру актне регистрациленĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7 çыру нумайрах). 79 ача çуралнă. Лайăх кăтарту: иртнĕ çулхинчен 23 пепке нумайрах вĕт-ха. Кăçал çут тĕнчене килнисенчен 46-шĕ – арçын ачасем, тепĕр 33-шĕ – хĕр ачасем. 31 çемьере пирвайхи ача çуралнă, иккĕмĕш ача – 20 çемьере, виççĕмĕш ачана 18 килте савăнса кĕтсе илнĕ.
Çынсем вилесси чакнине палăртма кăмăллă. Акă пĕлтĕрхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 125 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал – 113 çын.
Кăçал 22 мăшăр венчет çĕрри тăхăннă (иртнĕ çулхи тăватă уйăхра – 33 мăшăр). Шел, 19 çемье арканнă, çапах та пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1 уйрăлу сахалтарах.
М.НИКОЛЕВА,
райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи.