АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малалла талпăнаççĕ

00:00 20 июня 2012 г.

Йăлкăшри Кононовсем вунă çул каялла хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çĕнĕ хуçалăха ертсе пыма çамрăккине, Сергей Леонидовича, шаннă.

Малтанхи утăмсем çăмăлах пулмасан та малаллах талпăннă. Çулсерен 100 гектартан кая мар çĕре сухаласа акнă, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ. Халĕ 4-5 пуç ĕне выльăх тата «Романовский» ăратлă сурăхсем тытаççĕ. Юлашки çулсенче 250 пуçа яхăн хур усрама пуçланă.

Кăçал Кононовсем çĕр улми 20 гектар лартнă. Ĕмĕт-тĕллевсем пысăк. Ашшĕ, Л.Кононов, ывăлĕсене çĕр ĕç вăрттăнлăхĕсене ăша хывма пулăшать, сĕнÿ-канаш парать. Валентина Гурьевна вара бухгалтер ĕçĕсене йĕркелесе пырать.

Ю.МАРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика