00:00 04 июля 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Л.М.Никитина район администрацийĕн структура подразделенийĕсен начальникĕсемпе, территорири, республикăри тата федераллă службăсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.
Унта информаципе консультаци центрĕн директорĕ А.В.Петров выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа панă. Вăл утă 1570 тонна (62,4 процент), сенаж 2350 тонна хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Э.В.Николаев хула тулашĕнчи сиплев лагерĕсенче иккĕмĕш сменăра 31 ача канни çинчен каланă. «Салют», «Космонавт», «Чайка», «Родничок» лагерьсенче канма путевкăсем пурри çинчен пĕлтернĕ. Эдуард Владимирович çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе ĕçсем пынине те палăртнă.
А.Ю.Терентьев тĕп специалист-эксперт районти строительство ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă. Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.