00:00 07 июля 2012 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çав тапхăрта центра 420 çын пынă. Вĕсенчен 40-шĕ – ĕçрен хăтарнисем.
2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекнĕ çынсем 43-ĕн. Ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме ыйтса 28 хĕрарăм, кĕçех пенси тухмалли çынсем тата 16-29 çулсенчи çамрăксем – 4-ăн, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсенчен пĕр çын пынă.
Районта ĕçсĕрлĕх шайĕ – 0,41 процент. Иртнĕ тапхăрта 397 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕренсе професси илме 24 çынна янă. Тепĕр 4-шĕ çĕр-шывăн ытти регионĕсене ĕçлеме кайнă.
Предприятисемпе тата организацисемпе 17 килĕшÿ çырнă. Вĕсене 60 çынна хутшăнтарнă. Центр вăхăтлăха ĕçлеме 8 килĕшÿ тунă, унпа 11 çынна ĕç тупма пулăшнă.