00:00 11 июля 2012 г.
Ял çыннисем «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе палăртнă çăмăллăхсемпе туллин усă курма тытăнчĕç. Акă кăçалхи 6 уйăхра кăна 285 кил хуçи çăмăллатнă кредит илнĕ, пĕтĕмпе 47566 пин тенкĕлĕх. Раççей Перекет банкĕ урлă 193 кредит куçарнă (29060 пин тенкĕ), РФ Ял хуçалăх банкĕнчен – 91 кредит (18486 пин тенкĕ), «Килĕшÿ» кооперативран – 20 пин тенкĕлĕх 1 кредит.
«АПК аталанăвĕ» проект ĕçе кĕнĕренпе çăмăллăх кредичĕпе 3044 çын усă курнă (уйрăм хуçалăх тытакансен 34,1 проценчĕ). Патшалăх вĕсене пĕтĕмпе 415,5 миллион тенкĕ кивçен укçа панă. Унпа ял çыннисем пĕчĕк техника, ăратлă выльăхсем туянаççĕ, витесем çĕнетеççĕ.