АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тавра пĕлÿçĕсен слечĕ

00:00 11 июля 2012 г.

Муркаш районĕнче çамрăк геологсен республикăри слечĕ иртнĕ. Унта Элĕк шкулĕнчи геологсем те хутăшнă. Тавра пĕлÿçĕсен пĕрлешĕвне географи предметне вĕрентекен, ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн хушма пĕлÿ педагогĕ Людмила Петрикова ертсе пырать. Пĕрлешĕве ачасем кашни çулах ытларах та ытларах хутшăнаççĕ.

Слета çамрăк геологсем чылай малтан хатĕрленме тытăннă. Конкурссем вара питĕ çивĕч те кăсăклă иртнĕ: теори ыйтăвĕсем, минералогипе палеонтологи, геологи куравĕ, гидрологи, геологи маршручĕ, шлих тĕпчевĕ, спорт тупăшăвĕсем, стена хаçачĕ тата ытти те.

Элĕк ачисем слетра маххă паман, ытти çулсенчи пекех кашни ăмăртурах пысăк ăсталăхпа пултарулăх кăтартнă.

В.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика