00:00 14 июля 2012 г.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ июнь уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Кусем çакăн пек. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 9 ача çуралнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 16): 5-шĕ – арçын ачасем, 4-шĕ хĕр ачасем. Çемьери 3 шăпăрлан – пирвайхи «кайăксем», 2-шĕ – ашшĕпе амăшĕн иккĕмĕш ачисем, тата тепĕр иккĕшĕ – виççĕмĕшсем. Пиллĕкмĕш пепкесем те пур – вĕсем 2 çемьере.
Иртнĕ уйăхра, пĕлтĕрхи пекех, 29 çын вилнĕ, 15-шĕ – арçынсем, 14-шĕ – хĕрарăмсем.
Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ мĕн чухлĕ тетĕр-и; Нумаях мар – 61 çул, хĕрарăмсен – 74 çул.
Çĕртме уйăхĕнче 4 мăшăр пĕрле пурăнма килĕшмен (пĕлтĕрхинчен 1 мăшăр ытларах).