00:00 14 июля 2012 г.
Утă уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче каçхи тăхăр сехетсенче Элĕк салинче пурăнакан Г. хытах суранланнă. 1955 çулта çуралнăскер «Карпаты» мопедпа «Заходи» лавккан картлашкисем çине хăпарса кайнă та ÿкнĕ. Çавăн чухне çамкине çурса янă, тутине ыраттарнă, сăмсине амантнă. Суранланнă арçынна Элĕкри тĕп больницăна илсе çитернĕ, çийĕнчех васкавлă пулăшу панă.
Ку инкек мĕнле сăлтава пула сиксе тухнине тĕпчетпĕр. Мотоцикл е автомашина рулне çирĕп тытмасан, çăмăлттайлансан инкек пуласса кĕтсех тăр.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.