00:00 18 июля 2012 г.
Вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме, вăй-халне хушма çуллахи кану пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех ачан тавракурăмне анлăлатмалли, ăс-хакăлне, вăйне тĕрĕслемелли вăхăт та шутланать вăл. Ачасен канăвне йĕркелесси шкул çумĕнчи сывлăхпа кану лагерĕсенче кăна мар, республикăри ытти хуласенчи лагерьсенче те иртет. Çапла майпа 3-мĕш сменăна районтан 26 ача канма каять. «Салют», «Космонавт», «Белые камни», «Чайка», «Родничок» лагерьсене кайма путевкăсем пур. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнăран «Космонавт» тата «Родничок» лагерьсене канма организациллĕ майпа пухăнса тухса каяççĕ. 4-мĕш сменăра «Звездный», «Солнышко», «Салют» лагерьсенче пурĕ 10 ача канĕç.
Паянхи кун 4-мĕш сменăна каймалли путевкăсем пур. Енчен те ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене сывлăхпа кану лагерĕсене яма кăмăл пулсан районти вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен тата спорт политикин пайне пымалла.
А.КИРИЛЛОВА.