00:00 25 июля 2012 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 вĕренÿ учрежденийĕнче пĕрремĕш классенче 177 ача пĕлÿ илĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕтĕмпе 2095 ача вĕренĕç, çав шутран 1-4 классенче – 704 вĕренекен. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче вĕренекенсене пурне те федерацин патшалăх вĕренĕвĕн стандартне тивĕçтерекен учебниксене парĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине модернизацилессине тĕпе хурса, вĕренÿ учрежденийĕсем спортра кирлĕ хатĕрсем туяннă. Унсăр пуçне Тавăт, Шĕмшеш, Питĕшкасси тата Ураскилт шкулĕсенче вĕренекенсем валли сĕтел-пукан илнĕ. Тени шкулĕнче апат-çимĕç блокĕнчи оборудование çĕнетнĕ. Юнтапа, Тени, Йăлкăш шкулĕсенче вĕри шывпа тивĕçтерес енĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ.