00:00 28 июля 2012 г.
Çын чирлесе ÿкрĕ е инкеке лекрĕ – ăна пĕр тăхтаса тăмасăрах юн кирлĕ. Акă мĕншĕн патшалăх хăйсен ирĕкĕпе юн паракансене яланах пулăшать.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 64 донор учетра тăнă. Вĕсенчен 56-шĕ «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ», 8-шĕ «СССР хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ. Кăçалхи 6 уйăхра донорсене 336,99 пин тенкĕ компенсаци укçи тÿленĕ.
Хăйсен юнне 40 хутчен тата плазмăна 60 хутчен ытларах тÿлевсĕр паракансене кăкăр çине çакмалли «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллăпа чыслаççĕ тата кашни çулах укçа парса пулăшаççĕ, социаллă хÿтлĕх тĕлĕшпе те хавхалантараççĕ. Кăçал хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ донорсене хавхалантарма 10 пин те 556 тенкĕ те 41 пус уйăрнă.