00:00 01 августа 2012 г.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче çуркуннепе çуллахи тапхăрта тавралăха хăтлăх кĕртессипе сахал мар ĕçлеççĕ. Ача сачĕсен территорине илемлетни шăпăрлансене экологи тата эстетика енчен пĕлÿ пама пулăшать.
Кăçалхи çу кунĕсенче Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ «Пучах» ача сачĕн территорийĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсем юмах тĕнчи йĕркеленĕ. Кунта пĕчĕк пÿрт туса лартнă , «суя» пĕве хатĕрленĕ. Çавăн пекех пингвинсем, сысна çури, жираф, зебра ĕлкисене хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне ача сачĕн территорийĕнче пăрахут, шахмат сĕтелне маçтăрланă. Чечексемпе клумбăсем «Пучахри» вылямалли лапама илем кÿреççĕ.
Ача сачĕн территорийĕ кĕске вăхăтрах илемленсе улшăнни чăннипех те пархатарлă ĕç шутланать.
В.НИКИФОРОВ.