АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырма ĕçĕсемпе паллашнă

00:00 08 августа 2012 г.

Раççей Ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри учрежденийĕн ертÿçи, хамăр ентеш Н.П.Якимов районти уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Çавна май А.Иванов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Алмаз» обществăра пулнă.

Хальхи хĕрÿ тапхăрта А.Иванов хуçалăхĕнчи ĕçсем тырă-пулă уйĕсенче тата йĕтем çинче пыраççĕ. Ял çыннисем хăйсен ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланса, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуни палăрнă. Йĕтем çинче тырра аласа тасатассипе тимлеççĕ. Хуçалăхра тĕш тырăсем 70 гектар йышăнаççĕ.

Николай Петрович «Алмаз» обществăра кĕр тыррисен уйĕнче пулнă. Кунта вырма ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕ. Тĕш тырăсем пурĕ 455 гектар шутланаççĕ. Паянхи кун тĕлне 150 гектар ытла пухса кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика