00:00 15 августа 2012 г.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов пирĕн районта вырма ĕçĕсемпе паллашас тĕллевпе пулнă.
Вăл малтанах «Агрофирма «Рабия» обществăна çитсе курнă. Ку хуçалăх вырмана районта пуринчен малтан тухнă. Тĕш-тырăсем 1500 гектар йышăнаççĕ. Тырра 250 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Гектар тухăçĕ – 20 центнер. Уй-хирте 3 комбайн ĕçлеççĕ. Кунта кĕрхи викăна акассипе те ĕçсем пыраççĕ.
«Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ир пулакан çĕр улмие кăларма пуçланă. Малтанхи гектарсем кăларнă хыççăн тухăç 300 центнера яхăн пулни палăрнă.
Министр «Новый путь» хуçалăхра çĕнĕ ферма строительствипе паллашнă. Кооперативри тĕш-тырă культурисен лаптăкĕ районта пуринчен те пысăкрах – 1044 гектар.
Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, ĕç-хĕлпе интересленнĕ май, тыр-пул пухса кĕртессине вăхăтра вĕçлемеллине, кĕр тыррисене акмалли плана пурнăçламаллине асăннă.