00:00 18 августа 2012 г.
Хăть лавккана кĕр, хăть пасара çит – таварсен хакĕсем пĕрмаях улшăнса тăраççĕ. Сăмах кунта социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсем пирки пырать. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне чăх какайĕн хакĕ малтанхи эрнери шайĕнчех юлнă – килограмĕ 109 тенкĕ те 40 пус, шăнтнă пулă (1 кг) – 65 тенкĕ те 75 пус, услам çу – 209 тенкĕ те 40 пус, тип çу – 49 тенкĕ те 20 пус, 1 килограмм сĕтĕн вăтам хакĕ – 30 тенкĕ те 22 пус.
Сахăр песукĕн хакĕ иртнĕ эрнеринчен 5,3 процент хăпарнă. Паян 1 килограмм сахăршăн 32 тенкĕ те 60 пус кăларса хума тивет. Çăкăр изделийĕсен хакĕсем 0,6 процент хăпарнă, 1 килограмм çăкăр-булка 33,36 тенкĕ тăрать. Хура тул кĕрпин 1 килограмĕшĕн 35 тенкĕ те 40 пус, вермишельшĕн 21тенкĕ 30 пус, суханшăн 14 тенкĕ те 67 пус тÿлетпĕр.
Çапларах вĕсем, чи кирлĕ апат-çимĕçĕн паянхи хакĕсем.