АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕлĕмрен çулăм тухнă

00:00 18 августа 2012 г.

Эрехпе тимсĕрлĕх час-часах инкек сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Çурла уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Çулавăç ялĕнчи А. хуçалăхĕнче «хĕрлĕ автан» ир-ирех авăтса янă.

5 сехет те 25 минутра инкек çинчен Элĕкри пушар хуралĕн чаçне шăнкăрав пулчĕ. Пĕтĕм оперативлă служба кĕске вăхăтрах пушар тухнă вырăна çитрĕмĕр. Ял çыннипе пĕр пулса çулăма сÿнтертĕмĕр. Пушарта пурăнмалли çурт, унти хăш-пĕр пурлăх палăрмаллах сиенленнĕ. Малтан палăртнă тăрăх, кил хуçин пĕртăванĕ ÿсĕрле вырăн çинче чĕлĕм туртса выртнă. Пирус хăйĕн ĕçне тунă, çулăм сиксе тухнă, çурта ярса илнĕ.

Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Элĕк районĕнче 20 пушар пулнă. Инкекре пĕр ача пурнăçĕ татăлнă.

А.КАЛИТОВ,

Элĕкри пушар надзорĕн пайĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика