АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чечек тĕнчинче пурăнаççĕ

00:00 22 августа 2012 г.

Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансем, чечексемпе кăсăкланакансем, хăйсен кил таврашĕнче чăн-чăн асамлăх тĕнчи йĕркелеççĕ. Пÿрте кĕмелли вырăна тĕрлĕ-тĕрлĕ чечекпе илемлетеççĕ. Кану вырăнĕсенче, палисадниксенче чечексен композицийĕсем тăваççĕ. Çаксем пĕтĕмпех кил хуçин пахалăхне палăртаççĕ. Кашни çемье управçиех чечексен тĕнчине хăйĕн кăмăлне кайнă пек йĕркелет, иртен-çÿрене ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Юнтапари информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем хушшинче кил-çурта чечексемпе мĕнле илемлетнине палăртмалли конкурс йĕркелерĕç. Л.Иванован, З.Константинован, Р.Степанован палисадникĕсенче чăн-чăн илем хуçаланать. Пĕр вĕçĕм çеçкере ларакан чечекĕсем таврана ырă шăршă сарнипе пĕрлех чуна та савăнтараççĕ.

З.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика