00:00 29 августа 2012 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи комбайнерсен ăмăртăвне кăçал та йĕркеленĕ. Ку тупăшун тĕллевĕ – тĕштырă культурисене вăхăтра та пахалахлă пухса кĕртесси.
Комбайнерсен çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна «Агрофирма «Рабия» тулли мар яваплă общество комбайнерĕ Владимир Ферапонтов тухнă. Вăл «Acros-530» комбайнпа 298 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Андрей Емельянов. Асăннă вунăкунлăхра вăл «Полесье» комбайнпа 315 тонна тырă вырнă. «Дон-1500» комбайнпа 260 тонна тĕштырă çапса тĕшĕлесе, «Правда» уçă акционерлă общество комбайнерĕ Вячеслав Аверкиев виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Вырма çĕнтерÿçисене районти ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче чыслаççĕ.