00:00 29 августа 2012 г.
Хĕл çывхарса килет. Ăна кĕтсе илме хатĕрленессине пурте лайăх пĕлсе тăратпăр. Çакна шута илсе, паянхи куна ĕне выльăхăн 19 объектне хĕл каçма йĕркелесе çитернĕ (79,2 процент). Пăрусен 11 витине юсанă (91,7 процент).
Сысна витисем хĕл кунĕсенче пĕртте сивĕ пулмĕç, 7 объекта пурне те лайăх юсама пултарнă.
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе ĕçсене «Алмаз», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче туллин пурнăçланă.
Районта çĕнĕ фермăсем çĕкленеççĕ. Акă «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче 200 пушмак пăру вырнаçмалли çĕнĕ вите тăваççĕ, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та ферма тăвассипе ĕçсем пыраççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем хĕл каçма кирлĕ утăн 134,7 процентне (3232 тонна), сенажăн 88 процентне (6550 тонна), силосăн 49,9 процетне хатĕрленĕ.
А.ПРОХОРОВ.