АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялта ĕçлесе пурăнатăн - пулăшу илетĕн

00:00 01 сентября 2012 г.

Район администрацийĕнче ялта ĕçлесе пурăнакансен пĕр ушкăнне çурт-йĕр лартма социаллă тÿлев свидетельствисене савăнăçлă лару-тăрура валеçсе панă.

Кун пек телейлĕ хутсене «Агрофирма «Рабия» тулли мар яваплă общество тракторисчĕ Федор Захаров, «Алмаз» тулли мар яваплă обществăн тĕп инженерĕ Николай Денисов, районти тĕп больницăн медицина сестри Ирина Семенова тивĕçнĕ. Виççĕшĕ те вĕсем федерацин «Яла 2013 çулччен аталантарасси» тĕллевлĕ программăна хутшăннă. Çак свидетельствăсене алла тыттарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов кунашкал социаллă тÿлевсем ялта ĕçлесе пурăнма кăмăл тунă çемьесене пысăк пулăшу панине палăртнă.

Кăçал асăннă программăпа килĕшÿллĕн 5 çамрăк специалиста 4276,2 пин тенкĕ тата 6 çынна 2429,18 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика