00:00 05 сентября 2012 г.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче 64 гражданла акт çырнă.
Раççей гражданинĕн пирвайхи документне – çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна 15 шăпăрланăн (7 арçын ачапа 8 хĕр ачан) ашшĕпе амăшĕ илнĕ. Иртнĕ çулхи августра ача çурални çинчен 21 акт çырнă.
7 ача çемьене пĕрремĕш хут килнĕ, 4-шĕ – иккĕмĕшсем, тепĕр 4 ача виççĕмĕшсем пулса тăнă.
Çын вилни çинчен 33 акт çырнă, пĕлтĕрхинчен 4 сахалтарах. Пурнăçран уйрăлнисенчен 17-шĕ – арçынсем, 16-шĕ – хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 61 çулпа, хĕрарăмсен 73 çулпа танлашнă.
Çурла уйăхĕнче хăйсен хутшăнăвĕсене 10 мăшăр саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ, 4 мăшăр уйрăлнă.
М.НИКОЛАЕВА.