АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăхăт ыйтать тимлĕх

00:00 08 сентября 2012 г.

Çанталăк уяр тăманран вырма ĕçĕсем вăраха тăсăлса кайрĕç. Хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов Исаевпа Иванов фермер хуçалăхĕсенче, «Авангард» хуçалăхра тата «Правда» обществăра пулчĕ.

Чи малтанах Исаев хуçалăхне çитсе курчĕ. Фермер кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 185 гектар çинче çитĕнтернĕ. Халĕ кунта çĕр улмие кăларас ĕç анлă сарăлнă. Уйра икĕ комбайн ĕçлет. Тухăç 200 центнер. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пынă чух рабочисем çĕр улми суйлатчĕç.

«Правда» обществăра та ĕçсем анлă сарăлнă. Вырмана икĕ комбайн хутшăнать. Комбайнерсем опытлă.

«Авангардра» тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем 591 гектар йышăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне икçĕр гектар ытла вырнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вырма ĕçне хăвăртлатма ыйтрĕ тата çанталăкăн кашни ырă вăхăчĕпе усă курма сĕнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика